System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences.e2kibjas.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Сывă пул, ача сачĕ! / Сайт учителя начальных классов Митиной Л.В. / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:

Сайт учителя начальных классов

Митиной Ларисы Вениаминовны

Учитель начальных классов
Митина Лариса Вениаминовна
Будем знакомы
Рабочие программы
Изобразительное искусство
Информатика
Литературное чтение
Литературное чтение (Ылтан пучах)
Математика
Окружающий мир
Родной язык
Русский язык
Технология
Методическая копилка
Новогодний утренник в подготовительной группе
Осень в гости к нам пришла
Прощай, детский сад!
Сывă пул, ача сачĕ!
ФГОС НОО
Наша дружная семья
Это мы...
План воспитательной работы
Наша жизнь
Наши поздравления
Фотоотчеты
Get Adobe Flash player
Сывă пул, ача сачĕ!

Сывă пул, ача сачĕ!

 

Кирлĕ хатĕрсем: бинокль, пакет, çăлăнăç кăшăлĕ, математика кĕнеки, цифрăсем,

                            

Е.п. – Хаклă хăнасем, ашшĕ-амăшĕсем! Ача садĕнче нумай уявсем пулнă. Паянхи уяв пирĕншĕн тĕп уяв – аслă ушкăнри ачасене шкула ăсататпăр. Вĕсене вăрăм та тумхахлă, çăмăл мар пĕлÿ çулĕ кĕтет. Халĕ эпир сирĕнпе аякри шкул утравĕ çине ишеве тухатпăр. Çул çинче пире  чăрмавсем тĕл пулĕç, анчах та эпир сирĕнпе пурте пĕрле çав йывăрлăхсене çĕнтерсе Шкул утравĕ çине çитĕпĕр. Телейлĕ çул пултăр сире!

 

    Морячка» юрăпа ачасем зала кĕреççĕ)     Умра, карап пуçĕнче, боцман, штурман тата радист тăраççĕ. Боцман бинокль илет те хăнасем енне пăхать.

 

Ш.- Боцман, мĕн куратăр?

 

Б.-   Çыран хĕрринче пĕр ушкăн çын тăрать, аллисенче чечек çыххисем, хăйсем савăнăçлă.

 

Р.- Ш. – Вĕсем пире ăсатма килнĕ.

 

Р. – Пирĕн капитан курăнмасть-и унта?

 

Б. – (бинокльпе пăхса) Çук. Курмастăп. Тăхта. Тăхта. Капитан кунта килет. Пурне те кунта чĕнĕр.

( Тревога сасси илтĕнет. Пурте пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ.

 

Б. – Матросы, смирно!

 

Б. – Капитан юлташ! «Хĕвел» карап ишеве тухма хатĕр.

 

К. – Команда, вольно! Кĕçех пирĕн карап Шкул утравĕ çине çула тухать.

 

Ачасем:- Ăçта?

 

Б. – Шăпăрт.

 

Ш. – (Алла глобус илет те çавăрттарать) Ыйтма ирĕк парăр, капитан юлташ!  

 

К. – Паратăп.

 

Ш. – Глобус çинче Шкул утравĕ ăçта вырнаçнине кăтартăр тархасшăн.

 

Кап. – Ку утрав ни глобус çинче, ни карта çинче çук. Ку утрава пирĕн хамăрăн уçас пулать.

           Команда! Ишеве хатĕрленĕр. Пассажирсене палуба çине хăпарма ыйтатпăр.

           (Карап çине асатте ларать)

 

Б. – Асатте, эсир ăçта каятăр? Шкул утравĕ çине-и?

 

Асатте. – Çавăнта.

 

Б. – Каçарăр та,  эсир миçе çулта?

 

Асатте. – 90 çулта.

 

Б. – Шкулта 11 çул вĕренмелле. Тепĕр 11 çултан сирĕнпе мĕн пулать?

 

Асатте. – Пĕлетĕп. 101 çул пулать.

Б. – Манн шутпа, Шкул утравĕ çине кайма эсир кая юлнă.

 

Асатте. – Вĕренме нихăçан та кая мар. Манăн капитана курмалла. Ăна пакет памалла.

 

Б. – Иртĕр.

 

(Асатте капитана пакет парать. Хăлхаран тем калать, пакета халех уçма юраманнине пĕлтерет)

 

К. – Пурте ишеве хатĕр-и?

 

Ачасем. – Хатĕр.

 

Кап. – Эппин сыв пуллашма вăхăт.

 

1-мĕш ача.  Прощай, страна Кукляндия!

                     Смешная Выдумляндия!

                     Плывём, друзья, смелей!

                     Плывём к стране Фантазии,

2-мĕш ача.   Далёкой первоклассии

                     На нашем корабле.

                     Прощай, причал наш сказочный,

                     И добрый, и загадочный,

  Пурте:        Прощай, наш детский сад!

 

Юрă «Не забудем детский сад!»

(Ачасем пукансем çине лараççĕ. Боцман, радист тата штурман зал варрине тухаççĕ, хум çинчи пек сулкаланаççĕ)

Кап. – Боцман, умра мĕн куратăр?

Б. – Тинĕс лăпкă, анчах та карап çинче йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Пассажирсем теттесемпе выляççĕ, палуба тăрăх чупаççĕ.

Кап. – Йĕркесĕрлĕх. Кун пек дисциплинăпа эпир Шкул утравĕ çине çитейместпĕр.алла кĕнекесем илĕр те вулама пуçлăр.

(Пукансем çинче ларакан ачасем малтан вылянă пек тăваççĕ, кайран кĕнеке вуланă пек тăваççĕ.)

Б. – Капитан юлташ, умра темле утрав курăнать, çын çыран хĕрринче тăрать.

Кап. – Çыран хĕррине.

Ача. – Мана юнашар ялти ача сачĕнчи ачасем пăрахса хăварчĕç. Манăн та сирĕнпе пĕрле пырас килет, анчах та манăн малтан çак хисепсене тĕрĕс вырнаçтарса лартмалла. Эпĕ вара пĕлместĕп.

Кап. –Ачасем, пулăшăпăр-и ăна?

(Пĕр ача хисепсене тĕрĕс вырнаçтарса лартать)

Ача.- Тавта пуç!Уншăн сире юă юрласа паратăп. Эсир те манпа пĕрле юрлăр. («Пукане» юрă)

Кап. – Пирĕн карап малалла çула тухать.

Ш. – Капитан юлташ, тинĕс лăпках мар. Пирĕн тепĕр утрав çине çитесчĕ. Çанталăк улшăнать.

Рад. – (бинокльпе пăхать) татах утрав курăнать. Ку утрав çинче тем те пур: теттесем те, шкул хатĕрĕсем те.

Кап. – Пассажирсем, эпир сирĕнпе Шкул утравĕ çине кайма тухнă, анчах пирĕн шкул хатĕрĕсем пачах та çук. Çак утрав çинче хамăра кирлине илер-ха. (ачасем портфеле шкулта кирлĕ япаласене çеç хураççĕ).

Юрă «Уплывает наш кораблик»

Кап. – Якорьсене çĕклĕр. Полный вперёд!

(карап ту-ту-тут тесе кăшкăртать)

Б. – Капитан юлташ, хура ялавлă шхуна пирĕн карап еннелле ишет.

Кап. – радист, мĕн илтетĕр?

Р. – темле хăйăлтăк сасăсем илтетĕп. Пире парăнма хушаççĕ.

Пурте. – Кусем пиратсем.

Кап. – Штурман, мĕн тăвăпăр?

Ш. – курса улăштаратпăр.

Б. – Кая юлтăмăр.(Бинокльпе пăхать)

Кап. – Вĕсене кирлĕ пек кĕтсе илĕпĕр.

(пурте 2 рете тăраççĕ,штурман, боцман, радист малта.)

Пиратсем: - Пурте вырăнтах юлăр

1-мĕш пират.- Хăвăртрах пирĕн пуянлăха парăр.

2-мĕш пират.-  Ăçта пирĕн мул?

Кап. – Пирĕн пуянлăх – вăл туслăх!

 

Пиратсем. – Туслăх? Эпир ун çинчен нихçан та илтмен.  Мĕн вăл туслăх? ( Пĕр-пĕринпе пăшăлтатса илеççĕ)

 

Кап. – Туслăхсăр пĕр кун та пурăнма май çук. Эсир туслă ачасене курман-и? Акă вĕсем сирĕн умăрта.

 

Юрă «В траве сидел кузнечик»

 

1-мĕш пират. – Ку ачасем чăнах та туслă. Вĕсем манна килĕшрĕç.

 

2-мĕш пират. – Эсир ăçталла ишетĕр? Пире те пĕрле илсе каятăр-и?

 

Кап. – Эпир Шкул утравĕ çине каятпăр. Прĕнпе пырас пулсан. Сирĕн пиратсен шхунипе сыв пуллашас пулать. Унта йĕркесĕр ачасене илмеççĕ.

 

Пиратсем. – Эпир халĕ шăнана та кÿрентерместпĕр, акула хырăмĕпе кĕл тăватпăр.

 

Б. – Капитан юлташ, татах утрав курăнать.

 

Р. – Унта питĕ шавлă, савăнăçлă кĕвĕ янăрать, такамсене саламлаççĕ пулас.

 

Кап. – Ара, кусем пире саламлама пуçтарăннă.

 

(Кĕçĕн группăри ачасем саламлаççĕ)

 

Кап. – Тавта пуç, сире, питĕ лайăх ташларăр. Сывă юлăр! Пирĕн малалла каймалла.

(Карап кăшкăртса малалла ишет)

 

Р. – Капитан юлташ, SOS сигналĕсем илтĕнеççĕ. Человек за бортом. Çăлăнăç кăшăлĕсене ывăтăр.

(Ачана шывран кăлараççĕ.)

 

Кап. – Кам эсĕ? Мĕнле кунта лекрĕн?

 

Ача. – Эпĕ спорт Утравĕ çинче пурăнатăп. Анчах эпĕ спортпа туслă мар. Эпĕ ăна юратмастăп.

 

Кап. – Кур-ха пирĕн ачасене. Вĕсем мĕнле пултаруллă, вăйлă, çирĕп, спортпа туслă.

 

Ташă «Облака из пластилина»

 

Ача. – Мана та ку ташă питĕ килĕшрĕ. Малалла эпĕ те спортпа туслă пулатăп. Мана та хăвăрпа пĕрле илĕр-ха.

 

Кап. – Юрĕ. Эпир малалла каятпăр.

 

Б. – Капитан юлташ, питĕ пысăк утрав курăнать. «Шкул», «Ырă сунса кĕтетпĕр» тесе çырнă.

 

Кап. – Çыран хĕррине. Якорьсене шыва ярăр.

 

Б. – Пире кунта кĕтекен те пур.

 

Учитель. –Шкул утравĕ çине ырă сунса кĕтетпĕр. (учитель салам сăмахĕсем калать)

 

Кап. – Шкулта мĕн  вĕрентеççĕ.

 

Юрă «Чему учат в школе»

 

Кап. – Ачасем, асатте панă пакета уçма вăхăт çитрĕ.(пакета уçать). Кунта сăвăсем.

 

Воспитатель панă сăвăсене вулаççĕ, хыççăн чей ĕçеççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ.

Новости
Реквизиты
Rambler's Top100 TopList