Пĕтĕм чăваш диктанчĕ
Дата: 24.04.2013 Акан 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акции иртрĕ. Йĕркелекенĕсем И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165 çул, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халаласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ йĕркеленĕ. Çĕмĕрлери пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6-мĕш вăтам шкулта та чăваш чĕлхи вĕрентекенсем диктант çырас ĕçе хутшăнчĕç. Диктант текстне Юрий Сементер поэт хатĕрленĕ.
|