ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ
Дата: 25.04.2013 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче аслă вĕрентекенĕмĕрĕн – ИВАН ЯКОВЛЕВИЧ ЯКОВЛЕВĂН çуралнă кунĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăра хисеплесе, çак кун пĕтĕм чăваш халăхĕ Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.
Паян, пирĕн шкулта вĕренекен ачасем, хулара иртекен пăхмасăр илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăнчĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Макарова Наталья Иван Яковлев пĕрремĕш букварь валли çырнă «Пулă сĕрни» калава илемлĕ вуларĕ. Пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕ Ильин Владимир И.Я.Яковлев халалне каласа пачĕ. Ку конкурса Çĕмĕрле хулинчи библиотекăсен системи И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа ирттерчĕ. |