Чăваш юрри-сăвви кунĕ
Дата: 26.04.2013 Паян пирĕн шкулта чăваш юрри-сăвви кунĕ. Шкул ачисем концерт лартса пачĕç. Тĕрлĕ илемлĕ сăвăсемпе, çепĕç янăравлă юррăсемпе пире савăнтарчĕç.
Çитес кунсенче Герман Степанович Лебедев композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине те асăнса хăвартăмăр. Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Герман Степанович темиçе çул пирĕн хулара ĕçлесе пурăннă.
Геннадий Лебедевăн кашни юрри илемлĕ. Пирĕн шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсен чи юратнă юрри - «Сар каччă». Эпир аслă композиторăмăрăн ытти юррисене те пĕлетпĕр: «Тăри», «Улăхра курсан чечек», «Ăмăртуллă ташă», «Атьăр вăййа тухар-и», «Салам ĕç геройĕсене», «Улăхра курсан чечек».
|